Ал айĕнчи япаласемпе юн юхнине мĕнле чармалла? Тăнне ҫухатнӑ çынна тухтăр киличчен пулăшма пулать-и? 🤔
Паян Чăваш академи драма театрĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç. "Хĕрлĕ хĕрес" хастарĕсем пире тӗрлӗ лару-тăрура мĕн тумаллине ӑнлантарса пачĕç, пĕлĕве çийĕнчех манекенсем е пĕр-пĕрин çинче тĕрĕслесе пăхрӑмӑр.
Эпир кулленхи пурнăçра усă курма хӑнӑхнӑ мелсем пурте тĕрĕсех мар иккен. Калăпăр, чыхăнса кайнă çынна çурăмĕнчен шаккамалла мар. Эпир халĕ пĕлетпĕр, эсир те ас туса юлăр ⚡️
〰️✶〰️
Вы знали, что человек может потерять критическое количество крови всего за несколько минут? А что при инфаркте боль может ощущаться не только в груди, но и, например, в челюсти?🤔
Сегодня сотрудники нашего театра учились оказывать первую помощь. Мастер-класс провели активисты «Красного Креста». Они не только рассказали, но и показали, что нужно делать, если человеку внезапно стало плохо ⚡️
Главные правила: при оказании первой помощи запрещено использовать лекарственные средства, и обязательно нужно вызвать скорую помощь!